Чӑваш Енре ӳсӗр ҫынсене урӑлтармалли учрежденисем уҫӑлма пултарӗҫ. Кунпа ҫыхӑннӑ федераци сакун РФ Патшалӑх Думинче пӗрремӗш вулав витӗр тухнӑ. Урӑлтаркӑчсем медучрежденисенче кӑна мар, харпӑр организацисенче те уҫӑлма пултарӗҫ. Вӗсен ӗҫ йӗркине правительство ҫирӗплетӗ.
Ӳсӗр ҫынсене урӑлтаркӑча полицейскисем илсе ҫитерӗҫ. Республикӑра кунашкал учреждени малтан Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӑлӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тӗп наркологӗ Ирина Булыгина пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе республика правительстви шайӗнче йышӑну пур.
Палӑртмалла: Чӑваш Енри юлашки урӑлтаркӑч 2011 ҫулта хупӑннӑ.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунизм урамӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакансем ҫурта авариллисен йышне кӗртес тесе ятарлӑ комисси чӗнсе илнӗ. Лешсем вырӑна ҫитсен ҫурт конструкцине куҫпа пӑхса тухнӑ та вӑл авариллисен йышне кӗме тивӗҫ маррине палӑртнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче комисси пайташӗсем нимӗн те виҫмен, нимӗнле хатӗрпе те усӑ курман.
Кун хыҫҫӑн ҫав ҫуртри пӗр ҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ведомство йӗркене пӑснине тупса палӑртнине ҫирӗплетме суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та кунашкал шухӑша ҫирӗплетнӗ, комисси тунӑ йышӑну саккунлӑ мар, ҫавна май ҫурта тепӗр хутчен тӗрӗслеме хушнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм Севастопольте хваттер туянма палӑртнӑ. Анчах ӗмӗчӗ пурнӑҫланайман. Ултавҫӑсен аллине лекнӗскер полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Хӗрарӑм пӗлтерӳсен сайтӗнче Севастопольте хваттер сутни пирки вуланӑ, сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ хваттершӗн залог 200 пин тенкӗ пама ыйтнӑ. Ку ӗненнӗ. Анчах укҫа-тенке куҫарсан сутуҫӑ ҫухалнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, карттӑпа пӑтӑрмахсем сиксе тухнине пӗлтернӗ. Ҫавна май хайхи ҫын укҫана урӑх счет ҫине куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм карточка ҫинчен 148 пин тенкӗ илнӗ те лешӗ кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ. Сӑмах май, кунашкал наградӑна тӑватӑ е ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесем тивӗҫеҫҫӗ.
Орден медальне Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мешковсем илнӗ. Александрпа Валентина 17 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, ултӑ ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Ачисем маттур: конкурссене, олимпиадӑсене хутшӑнаҫҫӗ, кружоксемпе секцисене ҫӳреҫҫӗ. Мешковсем республикӑри конкурсра та палӑрнӑ.
Ҫавӑн пекех «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне Чӑваш Енре пурӑнакан Виктор тата Наталия Кротовсем, Алексей тата Наталия Шиловсем тивӗҫнӗ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн амӑшлӑх центрӗнчен хӗрарӑм тарма хӑтланнӑ, анчах суранланнӑ.
Ҫав кун каҫхи 10 сехетре 3-мӗш хутран хӗрарӑм аялалла сикнӗ. Хайхискер икӗ урине те хуҫнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫак хӗрарӑм пысӑк хырӑмлӑ пулман, унччен маларах ӑна кесарево мелӗпе ҫӑмӑллӑнма пулӑшнӑ.
Журналистсем ку лару-тӑру пирки тӗплӗнрех пӗлес тесе ҫӳлерех асӑннӑ ача ҫуратмалли ҫурта шӑнкӑравланӑ. Анчах тухтӑрсем кун пирки каласа кӑтартма хирӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Чутай тата Комсомольски районӗсенче прокурорсен пуканне урӑх ҫынсем йышӑннӑ. Малашне Хӗрлӗ Чутай районӗн прокурорӗн тивӗҫӗсене юстици советникӗ Альберт Петров пурнӑҫлӗ. Комсомольски районӗнче ку должноҫе юстици советникӗ Олег Васильев йышӑннӑ.
Альберт Петров Шупашкарта 1980 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне вӗренсе пӗтерсен прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ, Муркаш районӗн прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ. Кайран вӑл тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. 2017 ҫултан пуҫласа ку таранччен Ҫӗнӗ Шупашкар хулин прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Олег Васильев 1977 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2003 ҫулта прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ, Шупашкарти Калинин районӗн прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ. 2006 ҫултанпа Канашри районсен хушшинчи прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ, кӑҫал утӑ уйӑхӗнче Комсомольски районӗн прокурорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкула пневмоние пула карантина хупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата пӗр ачан ашшӗ-амӑшӗ пӗлтернӗ.
Малтан ачасене шкулта ирӗклӗ тухса ҫӳреме чарнӑ. Унтан вуҫех карантина хупнӑ.
«Малтан пире пӳлемсенче вӗрентрӗҫ. Эпир унчченхи пек шкул тӑрӑх ҫӳремен. Паян вара пурне те киле 10 кунлӑха ячӗҫ», - каласа кӑтартнӑ пӗр ача.
Директор пӗлтернӗ тӑрӑх, шкула карантина саккунпа килӗшӳллӗнех хупнӑ. Ҫакна шкул ачисен сывлӑхӗ хӑрушлӑхра ан пултӑр тесе тунӑ.
Шупашкар хулин прокурорӗ пулма Андрей Бельские ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑн пирки Раҫҫей генпрокурорӗ ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хушу алӑ пуснӑ.
Андрей Бельский — юстицин аслӑ канашҫи. Вӑл 1969 ҫулта Сарту облаҫӗнче ҫуралнӑ. 1987—1989 ҫулсенче хӗсметре пулнӑ. Сартури патшалӑхӑн право академийӗнче вӗреннӗ. 1994 ҫулта ӑна Чӑваш Ен прокуратурин тытӑмне ӗҫе вырнаҫнӑ. Ун чухне вӑл Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокуратурӑра следовательте тӑрӑшма тытӑннӑ. Каярах унта прокурор пулӑшуҫи, аслӑ пулӑшуҫи, ҫумӗ пулнӑ. Пӑрачкав район, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин прокурорӗ пулса ӗҫленӗ. 2015 ҫултанпа вӑл Шупашкарти Калинин район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ.
Аса илтерер: маларах Шупашкар хулин прокуратурине йӗркелеме йышӑннӑ.
«Коммерсантъ» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химтехникум» чарӑнуран Шупашкар районӗнчи Тутаркассине пассажирсене турттаракан автобуса тӗрӗслес тенӗ. Кв вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Сирпӗнмелли хатӗр евӗр япалана чекист хӗрарӑмӑн ҫӗнӗ пушмакне хунӑ. Пушмака — хут курупкӑна. Пушмак ӑшне сирпӗнмелли евӗр япала чиксе хунӑ.
Хуҫасӑр япалана водитель вӑхӑтра асӑрхаман, асӑрхасан та тивӗҫлӗ мера йышӑнман тесе руль умӗнчине те, предприяти ертӳҫине те штрафланӑ.
Транспорт предприятийӗн пуҫлӑхӗ капла йышӑнупа килӗшмесӗр суд тӑрӑх ҫӳреме тытӑннӑ. Тӳрре тухмалла унӑн хӑйӗн ӑнлантарӑвӗ тупӑннӑ. Водитель курупкӑна хӑрушсӑр мар тесе хакланӑ, ҫавӑнпа вӑл ятарлӑ органсене пӗлтермен. Автобусра ҫынсем тӗрлӗ япала час-часах манса хӑвараҫҫӗ, кайран шыраса пыраҫҫӗ.
Штрафласси ҫинчен кӑларнӑ йышӑнӑва суд пӑрахӑҫланӑ.
Нумаях пулмасть, юпан 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ачана тапӑннӑ. Чӗрчун ӑна ҫыртма хӑтланнӑ, телее, 11 ҫулти арҫын ача тарма пултарнӑ.
Богдан каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, йытӑ нимӗҫ овчарки евӗрскер пулнӑ. Вӑл киле каҫхи 7 сехетре тренировкӑран таврӑннӑ. Ӑнсӑртан йытӑ вӗрме пуҫланӑ. Вӑл ачана уринчен ҫыртма хӑланнӑ, юрать, шӑлаварне ҫеҫ лектернӗ.
Йытӑ шӑлавартан ҫаклансан ача ӳкнӗ. Йытӑ татах тапӑннӑ: ҫурӑм ҫине йӑвантарнӑ та питӗнчен ҫыртма тӑнӑ. Арҫын ача ӑна пӗтӗм вӑйран тӗксе янӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫынпа хӗрарӑм иртсе пынӑ, вӗсем ачана йытӑран хӑтӑлма пулӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |